

Пăслăк ял Советĕнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗсен сӑн-сӑпатне мӗнле улӑштараҫҫӗ.
Пирӗн ҫурт хӑтлӑ, картиш, урам, ял хӑтлӑ пулсан, вӗсем пурӑнма, ӗҫлеме, канма мӗн тери хӑтлӑ пулсан пурне те кӑмӑллӑ. Ҫавӑнпа хӑтлӑх ыйтӑвӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗнче пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Палӑртмалла: ялсен территорийӗсенче тасалӑхпа йӗрке тӑвасси — мӗнпур ҫыннӑн тӗллевӗ. Ҫавӑнпа та ял хастарӗсем территорисене хӑтлӑлатас енӗпе йӗркелӳ енӗпе пысӑк ӗҫ туса пыраҫҫӗ. Вырӑнти ҫынсен пуҫаруллӑ ушкӑнӗсем хӑйсен ялне хӑтлӑрах, меллӗрех те интереслӗрех тӑвас тесе укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хастар ҫынсем Пăслăк ял Совет тӑрӑхӗн территорийӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пӗрлехи вӑйпа вӗсем хӑйсен тӑван ялӗсене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
— Уйрӑмах Кистенлĕ ялӗнче пурӑнакансене палӑртас килет. Ку ял вырӑнти ҫынсен аллипе улшӑнать, — каласа парать Пăслăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев. — 2025 ҫулхи кӗркунне граждансен пухӑвӗнче ялта укҫа пухса купель тума шутларӑмӑр. Ҫулталӑк тăршшĕнче 200 пин тенкӗ ытла пухрăмăр. Хальхи вӑхӑтра хамăр вӑйпа, субботниксемпе стройкӑна пуҫланă ĕнтĕ. Сӑвайсене ҫапса лартнӑ ӗнтӗ, хытӑ каркас тунӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкартан купель илсе килсе пура ҫӗклеме пуҫласса кӗтетпӗр. Асӑннӑ объект валли купол спонсорӗ Алефтина Герасимовна Васильева пулчĕ. Кӗҫех ҫӗнӗ купель ял ҫыннисене савӑнтарӗ. «Я люблю Богданово» арт-объекта та ял-йыш укҫипе 196 000 тенкӗлӗх вырнаҫтартăмăр, ун ҫывӑхӗнчи территорие тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Ял масарӗнче спонсорсен укҫипе хушма пӳлӗм туса лартрăмăр, ҫакӑншӑн пур хутшӑнакана та тав тӑватпӑр. Ҫамрӑксем те айккинче юлмаҫҫӗ. Вӗсем ту ҫинче хӑйсен укҫипе чуччи тата юратакансен сакне вырнаҫтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех ялта халӑхран пухнӑ укҫапа ялан хӑтлӑх кĕртсе тăракан тата тасатакан Асӑну паркӗ туса хутăмăр. Ял канашӗ вара вырӑнти пуҫаруҫӑсене пулӑшать.
Пăслăкра яла илемлетес енӗпе питӗ пысӑк ӗҫ пырать. Алексей Леонидович Поликарпов хӑйӗн укҫипе «Я люблю Базлык» арт-объект лартрĕ. Владимир Сафронов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен палӑкӗ ҫывӑхӗнче канма вырӑн хӑтлӑлатнӑ, хӑйӗн укҫипе тунӑ. Пӗлтӗр спонсорсен, вырӑнти ҫынсен тата ялтан тухнисен укҫипе Пăслăк ялӗн масарӗнче часавай туса лартнӑ. Пире яланах КФХ пуҫлӑхӗ Александр Николаевич Милютин пулӑшу парать. Пирӗн ырӑ ӗҫсем шутне ял масарне 530 метрлӑ хӳмепе картланине те кӗртме пулать-ха, ҫакна та граждансен аллисемпе, вӑйӗпе тунӑ. Егоровка, Мусин ҫыннисем те тирпей-илем кӗртмелли тӗрлӗ проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ, — каласа пачĕ Юрий Александрович.
Ҫитес ҫул Пăслак ялӗн юбилей пулӗ — 300 ҫул. Ҫак пулӑма кура, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ ушкӑнӗ пухнă, пысӑк уяв ирттерес енӗпе ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнă. Плансем палӑртнӑ ӗнтӗ, уява хатӗрленеҫҫӗ.
Пăслăкра тăрăллă хупӑ урам сцени лартма шутланă. Хастар халӑх хутшӑннă, кирлӗ чухлӗ пухма пултарнă. Сцена пӗтӗмпех тенӗ пек хатӗр, ҫивитти айӗнче тӑрать. Урай сарасси юлнă, ку ӗҫе тепӗр ҫула хӑварнă. Ялти чи хастар граждансене палӑртмалла. Вӗсем Геннадий Поликарпович Митрофанов, Владимир Миронович Игнатьев тата ял старости Федор Иванович Власов тата Пăслăк ял Совечӗн сӳрӗк мар, ырӑ кӑмӑллӑ ҫыннисем.
— Клуб территорине тирпей-илем кӗртессипе кӑҫал ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Ҫуллахи эстрада сцени турӑмӑр. Ку сцена пирӗншӗн кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн чи пултаруллӑ, юрлакан, ташлакан халӑх, — тет клуб заведующийӗ, гражданла хастар позициллӗ çын Ирина Васильевна Игнатьева. — Эпир пысӑк уявсем иртекен ытти ялсенчен юласшӑн мар. Ял ҫыннисене, тӑван ял тулашӗнче пурӑнакан ентешӗмӗрсене пулӑшнӑшӑн тата спонсор пулӑшӑвӗшӗн тав тӑвас килет. Ҫитӗннӗ халӑхпа ҫамрӑксем пӗрлехи пархатарлӑ кирлӗ ӗҫ туса пыраҫҫӗ, уншӑн вӗсене пысӑк тав! —пӗтӗм чӗререн тав тӑвать хӑйӗн ентешӗсене Ирина Васильевна.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Зульфида Муллагалеева.