

Августӑн 22-мӗшӗнче Мелевĕспуç клубӗнче Раҫҫей Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ уяв мероприятийӗ иртнӗ. Ҫамрӑк ҫынсем валли виҫӗ ҫул-йӗре пӗрлештернӗ программа хатӗрленӗ.
Пӗлӳ пайӗнче ачасем шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ триколор ҫуралнӑ истори тата унӑн кашни тӗсӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗлнӗ. Вӑйӑ блокӗ ачасене патшалӑх символикине пӗлмешкӗн квестсемпе тата викторинӑсемпе илӗртнӗ. Пултарулӑх мастерскойӗнче кашниех тематика ал ӗҫӗсем тума пултарнӑ: хут ялавсем, ялав ӳкернӗ открыткӑсем.
Тӗлпулу ӑшӑ атмосферӑра иртнӗ, ачасене патриотла туйӑмсен зарячӗ парнеленӗ, пирӗн ҫӗршывӑн тӗп символӗсене хисеплени пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтернӗ.
#ДеньРоссийскогофлага#МалоМенеузовскийСК
Сăнÿкерчекĕсем: Мелевĕспуçĕнчи клубăн социаллă сетьри страницинчен.