Çутă çул
+16 °С
Ясно
Общество
25 Августа , 08:10

Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!

Астӑвӑр: эпир — пӗр ҫӗршыв, пӗр команда, пӗр шӑпа.

Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!
Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!

 

Раҫҫей ялавӗн кунӗ умӗн Пишпÿлекри «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» хастарӗсем, «Вектор» çамрӑксен центрӗн специалисчӗсем, волонтерсем, пирӗн триколор пӗлӗтсем хушшинче ҫил ҫинче вӗлкӗшнине хӑйсен куҫӗпе курас тесе ту тӑррине кайнă.

Ҫул ансат пулман, анчах пӗр-пӗрне пулӑшса — акӑ пĕтĕмлетÿ: Раҫҫей ялавӗ чи ҫӳллӗ вырӑнта! Пишпÿлек ялӗн ту тӑрринче, илемлӗ вырӑнта хутшӑнакансем Раҫҫей ялавӗсене сарса янă.

Пирӗн ҫамрӑк патриотсене позитивпа ҫӗнтерӗве ӗненнӗшӗн питӗ пысӑк тав. Ҫак кун нумайлӑха асра юлӗ!

Астӑвӑр: эпир — пӗр ҫӗршыв, пӗр команда, пӗр шӑпа. Малалла, ҫӗнӗ ту тӑррисем патнелле!

#МЦВектор #ДвижениеПервых #РоссийскийТриколор #ЦветаРодины
#Башмолодежь
#Росмолодежь

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрӑксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club43415916

 

 

Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!
Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!
Ҫӳлте тӳпе тата пирӗн ялав кӑна!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас