

Кăркан тата Калинин ял Совечĕсенче халӑхпа информаци тӗлпулӑвӗсем иртнĕ. Район администраци представителӗсем район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов ертсе пынипе Кăркан тата Усак-Кичу ялӗсене ҫитсе ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, ҫынсем чӗнсе каланине хуравлама пулнă. Тӗлпулусем уҫӑ диалог формачӗпе иртнӗ: кашни ҫын профильлӗ ведомствӑсен специалисчӗсенчен ӑнлантарусем илме пултарнӑ.
Федераллӑ Пухӑвӑн Патшалӑх Думин депутачӗсене суйлас тема ял ҫыннисене уйрӑмах кӑсӑклантарнă. Муниципаллӑ район Совечӗн секретарӗ Вадим Булатов кандидатсем тата суйлав кампанийӗ мӗнле пыни ҫинчен тӗплӗн каласа панă.
Ҫынсем те хӑйсен ялӗсенчи ҫивӗч ыйтусене пӗлтернĕ. Кăрканта Центральная урампа тротуар тӑвас тата Подгорная урамӗнчи кӗпере юсас ыйту ҫивӗч тӑрать. Усак-Кичу ялӗнче пурӑнакансем вара вырӑнти Культура çуртне юсама ыйтаҫҫӗ.
Килнӗ ыйтусене пурне те ӗҫе илнӗ. Район администрацийӗ тухса ҫӳрекен тӗлпулусене малалла тӑсӗ. Тавах ҫынсене хастарлӑхшӑн, шанӑҫшӑн!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.