Çутă çул
+14 °С
Облачно
Общество
7 Сентября , 07:20

Путин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушман

#владимирпутин

Путин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушманПутин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушман
Путин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушман

#владимирпутин

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин нумаях пулмасть Приморье крайне кайнӑ чухне ҫул ҫинче тĕл пулнă тигра тӗкӗнме хушман. Кун пирки сентябрĕн 6-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков каласа кӑтартнӑ.

«Президентӑн хӑрушсӑрлӑх службишӗн президентпа юнашар тискер чӗрчун — ЧП темелле пулни паллӑ. Дмитрий Песков каласа панӑ тӑрӑх, Путин тигра тӗкӗнме, ӑна ниепле те чӑрмантарма хушман», — Кремль официаллӑ представителӗн сӑмахӗсене каласа панă «Вести» ИС журналисчӗ Павел Зарубин.

Путин сентябрӗн 3-мӗшӗнче ВЭФ пленарлӑ ларӑвӗ вӑхӑтӗнче Инҫет Хӗвелтухӑҫне кайнӑ чухне тискер тигрпа тӗл пулни ҫинчен каласа панă. Патшалӑх пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, чӗрчун автомобиль умӗнчи ҫул ҫине тухнӑ та пӗр вӑхӑт машина умӗнче пынӑ. Президент палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулҫӳрев ӑна регионӑн ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне хӑй курма май панӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА /Гавриил Григоров.

https://iz.ru/2162171/2026-09-06/putin-prikazal-ne-trogat-vstrechennogo-im-tigra-na-dalnem-vostoke

 

 

 

Путин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушман
Путин Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тӗл пулнӑ тигра тӗкӗнме хушман
Автор:Марина Иванова
Читайте нас