

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗн администрацийӗ гимназистсем хушшинчи вӑраха тӑсӑлакан хирӗҫӗве пытарма тӑрӑшнӑ. Правительствӑн паянхи оперативлӑ канашлӑвӗнче регион пуҫлӑхӗ Кушнаренкăри гимнази директорӗпе воспитани енӗпе ӗҫлекен завучне ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.
Пушкӑртстан ертӳҫин ҫиллине вӗренекенсен хушшинчи вӑраха тӑсӑлакан хирӗҫӗве пытарни хускатнӑ, вӑл сентябрӗн 2-мӗшӗнче ҫӗҫӗпе тапӑннипе вӗҫленнӗ. Радий Хабиров хӑй вӑхӑтӗнче шкулсенче буллинг тунӑшӑн педагогсене айӑплама шантарнӑ, ҫак сехет ҫитнӗ. «Воспитани ӗҫӗн завучĕпе директорне паян ӗҫрен кӑлармалла», — пӗтӗмлетнӗ Радий Хабиров.
«Эпӗ хам нимӗн те пытармастӑп, сире те пытарма хушмастӑп. Кун пек тӗслӗхсене пытарма та ан тӑрӑшӑр. Пирӗн ачасем хушшинчи вӑраха тӑсӑлакан хирӗҫӗве пытарни куҫкӗрет факт пур. Вырӑнти ӗҫченсем арҫын ачасем хушшинче хирӗҫӳ пулнине пиртен пытарма тӑрӑшма хӑйрӗҫ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Радий Хабиров вӗренекене «троечникпа задира» мар, лайӑх ҫемьери отличник тапӑннине асӑрханă. «Лайӑх ҫемьери арҫын ача мӗншӗн тапӑннӑ? Унӑн мӗн, ним ӗҫ те ҫук-им?» — тенӗ вӑл хирӗҫӳ тахҫанах пуҫланнине палӑртса.
Радий Хабиров Кушнаренкă район пуҫлӑхне Марат Латыпова лару-тӑрӑва тишкерме хушнӑ, район администрацийӗн ӗҫӗсене «е пӗтӗмпех компетентсӑрлӑх, е суйма хӑтланни» тенӗ.
Республика пуҫлӑхӗ шкулсенчи воспитани ӗҫӗшӗн яваплӑ ҫынсене пурне те «хӗрринчи асӑрхаттару» тунă, темӑна путма, проблемӑсене пытарма мар, татса пама чӗнсе каланă.
«Вӑй ҫитмест-и? Пирӗн психологи спецназӗ пур, вӑл сире пулӑшма. Аслисем ӑна хӳтӗлемесен ачан мӗн тумалла?» — пӗлтернӗ вӑл шкулсенчи хирӗҫӳсене профилактикӑлас ӗҫе анлӑлатма ыйтса.
Сӑнӳкерчӗкĕ: видеотрансляци скриншочӗ.