

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пишпӳлекре «Пӗрлӗхре вӑй» республика форумӗ иртнӗ. Ҫак пысӑк мероприяти пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн вӑйне палӑртма кӑна мар, каллех, чи малтан хамӑра хамӑр пӗрлӗхе никам та, нихӑҫан та пайлама пултараймассине калама тивӗҫ.
Форумӑн хисеплӗ хӑнисем Пушкӑрт Республикинчи пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи» организацин регионти уйрӑмӗн председателӗ, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн ПР филиалӗн ертӳҫи Гульнур Кульсарина, ҫавӑн пекех унӑн командинчи юлташӗсем – тӑватӑ хут паралимп чемпионӗ Ирек Зарипов тата СВО ветеранӗ Олег Муфтахутдинов пулни питӗ савӑнтарать.
Форума хутшӑнакансемпе – районти наци пӗрлешӗвӗсен представителӗсемпе пӗрле тӗрлӗ хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă. Анчах тӗп тема, паллах, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттернӗ тата хаяр хирӗҫтӑру условийӗсенче пирӗн тӗп пуянлӑха – ҫӗршыв ӑшӗнчи килӗшӳпе тӑнӑҫлӑха, халӑхсем хушшинчи туслӑха упраса хӑварасси пулса тӑнă. Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир маларах Пӗтӗм Республикӑри форумра кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ «Пушкӑртстан Республикин халӑхӗсем патне чӗнсе каланине» йышӑнни те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӗп хыпар – пирӗн пӗрлӗхре кӑна, пӗрлехи пуласлӑхшӑн пӗрлешсе, эпир пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пултарасси: СВОра ҫӗнтересси, ҫӗршыва упраса хӑварасси, малашнехи ӑрусен ырлӑхӗшӗн тума тытӑнасси. Пирӗн хушӑмӑрта хирӗҫӳ вăрлăхне акма хӑтланни ӑнӑҫлӑ пулмӗ.
Форума хутшӑнакансене пурне те ҫак тухӑҫлӑ та питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗлпулушӑн тав тӑватпăр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: https://vk.ru/id66187787