

#владимирпутин
Кашни халӑх хӑйӗн аталану ҫулне хӑй тӗллӗн суйлама пултарать, ҫӗнӗ технологисем вара пӗтӗм этемлӗх пуянлӑхӗ пулмалла. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин Екатеринбургра Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне (МФМ-2026) хутшӑнакансемпе хӑнасем патне янă видеоҫыхӑнура пӗлтернӗ.
«Кашни халӑх хӑйӗн аталану ҫулне хӑй тӗллӗн суйлама, эмелсемпе, апат-ҫимӗҫпе, шывпа, энергипе пӗр тан усӑ курма, пӗлӳ илме, пӗтӗм этемлӗх пуянлӑхӗ пулмалли ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курма ирӗк пуррине шанатпӑр. Кун патне эпир ӑнтӑлатпӑр, куншӑн кӗрешетпӗр, кун пирки ӗмӗтленетпӗр», — тенӗ Раҫҫей ертӳҫи.
Путин Раҫҫей патшалӑхсемпе халӑхсем хушшинчи тӗрӗс те хисеплӗ хутшӑнушӑн тӑрӑшнине палӑртнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн шӑпи гражданлӑхран, йӑхран тухнинчен, социаллӑ статусран е тулӑх пурнӑҫ шайӗнчен килмелле мар.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2166355/putin-otmetil-rol-urala-v-razvitii-promyshlennosti-i-nauki-rossii-izi