

Пишпӳлек районӗн делегацийӗ Уфара 1000 ытла хутшӑнакана пӗрлештернӗ «Ватан көсө – сила Отечества» V Юбилей форумне хутшӑннӑ.
«Торатау» конгресс-холлра сентябрӗн 11-мӗшӗнче «Ватан көсө – сила Отечества» пиллӗкмӗш, юбилей форумӗ иртнĕ. Анлӑ пулӑм «Атайсал» проекта хутшӑннӑ 1000 ытла ҫынна пухнӑ: меценатсене, волонтерсене, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене, хастар ҫамрӑксене, Пушкӑртстан кун-ҫулне кӑмӑлланнисене тата Раҫҫей регионӗсенче пурӑнакан, анчах Пушкӑртстан аталанӑвне тӳпе хывма пӑрахман ентешсене.
Пишпӳлек районӗн делегацийĕ сакӑр тематика площадкин ӗҫне хутшӑннă, вӗсем ентешлӗхсене ҫирӗплетессине, СВО хутшӑнакансене пулӑшассине, культура кодне тата тӑван чӗлхене сыхласа хӑварассине, ҫавӑн пекех обществӑпа пӗрлехи пуласлӑха пӗрлештерессишӗн вырӑнти пуҫарусемпе ҫамрӑксен вӑй-хӑватне аталантарассине халалланӑ.
Паллах, хутшӑннӑ хыҫҫӑн пирӗн команда Пишпӳлек районӗн территорийӗнче ҫӗнӗ проектсене аталантарма ҫӗнӗ хӑват илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz