

«Раççей мӑй çыххи» проектпа килӗшӳллӗн Пишпÿлекри «Умка» ача садӗнче «Туслӑх йывӑҫҫи» чаплӑ акци иртнӗ!
Ачасем воспитательсемпе пӗрле ҫамрӑк каштан тĕмĕсем лартнă. Кашни хускану пӗлтерӗшлӗ: хунава хатӗрленӗ шӑтӑка тирпейлӗн антармалла, пӗчӗк тымарсене тӑпрапа сапмалла, паллах, пӗрремӗш йывӑҫа шӑвармалла.
Йывӑҫ лартасси ӗҫ кӑна мар. Ку таврари тӗнче мӗн тери черчен те илемлӗ пулнине, пирӗн планетӑн таса пуласлӑхне тӳпе хывнине ӑнланмалли пӗрремӗш утӑм. Ҫулсем иртӗҫ, пирӗн пепкесем ӳсӗҫ, шкула кайӗҫ, ҫав симӗс хунавсем вӗсемпе пӗрле ҫирӗпленсе ӳсӗҫ.
Каштансем ҫулҫӑсемпе шавлаччӑр, ҫирӗп туслӑхпа ҫут ҫанталӑкшӑн тӑрӑшнине аса илтерччӗр.
#ДетскийСадУмка
#ДеревоДружбы
#ПосадиДерево
#ОжерельеРосии
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public217412282