

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пиллӗкмӗш класра вӗренекен Дима Казанцева йытă анчăкне тыттарнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров нимӗҫ овчаркин анчӑкне «Геройсен территорийӗ» слета хутшӑннӑ, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Дима Казанцева парнеленӗ. Кун пирки регион ертӳҫи соцсетьсенче пӗлтернӗ. Шкул ачин ашшӗ СВОри ҫапӑҫура вилнӗ.
«Дима мана йытӑ пирки ӗмӗтленнине каларӗ, эпӗ ӑна хирӗҫлеймерӗм, — ҫырнӑ Хабиров. — Халӗ Граф, нимӗҫ овчаркин анчӑкӗ, унӑн ҫемйине — амӑшне тата икӗ аслӑ аппӑшне сыхлӗ».
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пирӗн пурин те боецсен ачисемшӗн тӑрӑшмаллине палӑртнă.
«Республика шайӗнче ун пек ачасем нумай мар, — хушса хунă Хабиров. — Анчах вӗсене пурне те тимлӗх, пулӑшу, арҫын хулпуҫҫийӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ яланах пурне те, чи малтан хамӑн командӑна ҫакӑн пек кашни ачашӑн тӑрӑшассине хӑй ҫине илме ыйтатӑп. Пирӗн тивӗҫ — вӗсене ӳстересси, ура ҫине тӑма пулӑшасси тата хамӑр пултарнӑ ҫӗрте вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласси».
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллă сечӗсем.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2026-09-20/radiy-habirov-podaril-schenka-synu-pogibshego-boytsa-4821023