

Пишпӳлекре чӑннипе те спорт, хастар та хавхалантаракан кун пулчӗ. «Нацисен кросӗ-2026» тата «Ешĕл Пушкӑртстан» экологи акцийӗ иртнӗ тӗп тӳремре сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем тата ырӑ ӗҫсене хастар хутшӑнакансем пухӑннă.
Мероприятин уйрӑм хӑни Лилия Асгатовна Хисамова — ПР ветеринари енӗпе ĕҫлекен Патшалӑх комитечӗн эпидемие хирӗҫле мероприятисем йӗркелекен тата тӗрӗслесе тӑракан пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнă.
Кунӑн спорт пайӗ ӑшӑннинчен тата йӑлана кӗнӗ чупăшуран пуҫланчӗ. Унтан тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем, вӗсен хушшинче шкул ачисем те, ӗҫ коллективӗсен представителӗсем те, хӑйсен чи лайӑх кӑтартӑвӗсене кӑтартрӗҫ.
Экологи пайӗ Культура керменӗн территорийӗнче малалла тӑсӑлчĕ. Кунта «Ешĕл Пушкӑртстан» акцие хутшӑнакансем гортензисен, туясен, хостăсен тата улмуҫҫисен хунавӗсене лартнӑ. Процесс якатнӑ конвейера аса илтерет: пӗрисем шӑтӑк чаваҫҫӗ, теприсем пулӑхлӑ тӑпра хураççĕ, виҫҫӗмӗшӗсем ӳсен-тӑрана вырнаҫтараҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗсем вӗсене шӑвараҫҫӗ.
Пишпӳлексем тепӗр хут кӑтартса пачӗҫ: эпир спорт рекорчӗсем лартма кӑна мар, пӗрлехи кил-ҫурт илемӗшӗн тӑрӑшма та пӗлетпӗр.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.