Çутă çул
+1 °С
Облачно
Общество
29 Сентября , 06:46

Радий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 2028 ҫулхи ШОС саммитне хатӗрленни пирки пӗлтернӗ

Добавить в предпочтительные источники Google
Радий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑРадий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑ
Радий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 2028 ҫулхи ШОС саммитне хатӗрленни пирки пӗлтернӗ.

Мероприятие хатӗрлессипе Мускавра Раҫҫей президенчӗн советникӗ Антон Кобяков патӗнче канашлу ирттернӗ. Владимир Путин 2028 ҫулта Уфара ШОС саммитне ирттерме йышӑннӑ.

— Ку эрнере эпӗ йӗркелӳ комитетне палӑртатӑп, пӗтӗм Пушкӑртстан ШОС саммитне тивӗҫлӗ ирттерме ӗҫлӗ, — тенӗ регион пуҫлӑхӗ.

— Уфа ШОС делегацийӗсене йышӑнни пирӗншӗн пысӑк чыс. Тӗнчери чи пысӑк державӑсен чи пысӑк лидерӗсем пирӗн патра пулӗҫ, Уфана та кун валли хатӗрлемелле, — палӑртнă Радий Хабиров.

Сӑнӳкерчӗкĕ: видеотрансляци скриншотӗ.

https://resbash.ru/news/politika/2026-09-28/radiy-habirov-poruchil-nachat-podgotovku-k-sammitu-shos-v-ufe-4828511

 

 

 

Радий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑ
Радий Хабиров Уфара ШОС саммитне хатӗрленме пуҫлама хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас