Çутă çул
+2 °С
Облачно
Общество
2 Октября , 08:13

Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ.

title
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗПишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ


Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Ҫӗршывра планпа килӗшӳллӗн граждансене ҫулталӑкӗпех ҫар хӗсметне чӗнеҫҫӗ. Служба вырӑнне ӑсатасси малтанхи пекех сезонлӑ: саккунпа килӗшӳллӗн, икӗ тапхӑр пӑхса хӑварнӑ-ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен.
Комисси ӗҫне военкомат, сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ тата право хуралӗн органӗсен представителӗсем хутшӑннӑ. Ларӑва 18 ҫула ҫитнӗ яш-кӗрӗме чӗннӗ.
Пишпӳлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал призывниксене РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен мӗнпур йышши тата тӗрлӗ ҫар подразделенийӗсене ярӗҫ.
Призыв комиссийӗн председателӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.А. Семенов призывниксемпе калаҫнӑ май ҫарта службӑра тӑни гражданинӑн питӗ кирлӗ тивӗҫӗ пулнине палӑртнă. Вӑл яш-кӗрӗм ҫар йӑхӗ пирки ӗмӗтленнине шута илессе шантарнă, ҫапах та мӗнле ҫар йӑхне лекессине призывниксен моральпе психологи пахалӑхӗсем тата сывлӑхӗ татӑклӑ витӗм кӳрессине пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: призывниксен хушшинче пысӑк мораль хавалӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче хӗсметре тӑрас кӑмӑл ытларах.
Пӗрремӗш лару пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх темиҫе ҫамрӑка сывлӑхӗ хавшанипе тӑхтав панă е хушма медицина тӗрӗслевне янӑ. Районти призыв комиссийӗн ӗҫӗ малалла тӑсӑлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz

 

Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Пишпӳлек районӗнче кĕрхи призыв комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас