

#владимирпутин
Раҫҫей космонавчӗсем РФ президентне Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчен тӳрех саламланӑ. Кун пирки юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗ пӗлтернӗ.
«Сывлӑх сунатӑп, хисеплӗ Владимир Владимирович. Эпӗ «Роскосмос» космонавчӗ Петр Дубров. Ҫак кунсенче эпӗ Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн командованине йышӑнтӑм, ҫак чаплӑ сооружени бортӗнчен халӗ сире ҫуралнӑ кунпа саламласшӑн», — тенӗ космонавт.
Анна Кикина космонавт патшалӑх Пуҫлӑхне тӑван ҫӗршыв космонавтикине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Хӑйӗн черечӗпе, малтанхи кунсенче орбитӑра тӑракан Сергей Тетерятников ҫӗршывра ахаль ҫынсене Ҫӗр тулашне кайма май паракан условисем туса панине палӑртнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку Раҫҫей майсен ҫӗршывӗ пулнине кӑтартакан тӗслӗх.
Орбитӑран тӳрех космонавтсем Раҫҫей ертӳҫине шухӑшласа хунӑ мӗнпур плана пурнӑҫа кӗртме суннӑ, каҫхине унӑн сывлӑхӗшӗн грейпфрут ҫиме шантарнӑ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Роскосмос.
https://iz.ru/2180213/2026-10-07/kosmonavty-pozdravili-putina-s-dnem-rozhdeniia-iz-kosmosa