Çутă çул
+10 °С
Ясно
Общество
14 Октября , 07:33

Эпир — Раҫҫей гражданӗсем

Пушкӑртстан Республикин кунне халалланӑ уяв концертӗнче «Эпир — Раҫҫей гражданӗсем» проектпа килӗшӳллӗн пӗрремӗш паспортсем парас церемони иртнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Эпир — Раҫҫей гражданӗсемЭпир — Раҫҫей гражданӗсем
Эпир — Раҫҫей гражданӗсем

Пушкӑртстан Республикин кунне халалланӑ уяв концертӗнче «Эпир — Раҫҫей гражданӗсем» проектпа килӗшӳллӗн пӗрремӗш паспортсем парас церемони иртнӗ.
Чаплӑ лару-тӑрура Пишпӳлек районӗнчи Пӗрремӗшсен юхӑмӗн хастарӗсене вӗсен пӗрремӗш тата тӗп документне — Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне панă.
Вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра тата волонтерта хӑйсен лидерлӑхне кашни кун ӗнентерекен ачасем ҫитӗнсен хӑйсен пӗрремӗш официаллӑ утӑмне тунă. Документпа пӗрле ҫамрӑк граждансем асӑнмалӑх парнесемпе хуплашкасем илнĕ.
Концерт программи пултарулӑхри ҫутӑ номерсемпе тулнӑ. Вырӑнти артистсемпе коллективсем тӑван Пушкӑртстана юратни, халӑхсен туслӑхӗ тата пирӗн пысӑк ҫӗршыв вӑйӗ ҫинчен чун-чӗре юррисене шӑрантарса куракансене манӑҫми туйӑмсем парнеленĕ.

#МыГражданеРоссии
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек районĕн Пӗрремӗшсен юхӑмӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/mypervie_bijbulyak

 

 

Эпир — Раҫҫей гражданӗсем
Эпир — Раҫҫей гражданӗсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас