

Эпир пирӗншӗн чи пысӑк уявсенчен пӗрне — Пушкӑртстан Республикин кунне — паллӑ тӑватпӑр! Ку вӑл пирӗн историшӗн, культурӑшӑн тата, паллах, пирӗн ҫынсемшӗн мӑнаҫланмалли кун.
Ҫак паллӑ пулӑма халалласа Пишпӳлекри районти Культура керменӗнче «Республика кунӗ ячӗпе!» акци иртнĕ. Пирӗн волонтерсем алӑ усса ларман — вӗсем хӑйсен чунӗн пӗр пайне парса хӑйне евӗрлӗ асӑнмалӑх сувенирсем тунă.
Мӗн пулнӑ?
Ачасем хӑйсен аллипе тӑван ҫӗре юратнине пӗлтерекен брелоксем ӑсталанӑ. Ҫакӑн пек кашни брелок вӑл сувенир кӑна мар, ӑшшӑн та тӑрӑшса тунӑ пӗчӗк талисман.
Кама парнеленĕ?
Волонтерсем ял ҫыннисемпе хӑнасене хӑйсем саламлама акцие тухнӑ. Йӑл кулӑ, тав сӑмахӗ, чун-чӗререн сунни — шӑпах ҫапла кӗтсе илнĕ ҫак уява пӗрле!
Хаклӑ туссем, уяв ячӗпе! Пирӗн Пушкӑртстан чечеклентӗр, кашни килтех тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх хуҫалантӑр. Республика кунӗ ячӗпе!
#Бижбуляк #ДеньРеспублики #ВолонтерПобеды
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club43415916