Çутă çул
-3 °С
Облачно
Общество
15 Октября , 05:56

Путин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗ

#владимирпутин

Добавить в предпочтительные источники Google
Путин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗПутин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗ
Путин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗ

#владимирпутин
Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйту питӗ пӗлтерӗшлӗ те çивĕч тăрать. Кун пирки юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Паян Раҫҫейӗн цифра хӑрушсӑрлӑхӗн шайне ӳстерес питӗ пӗлтерӗшлӗ те ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явма сӗнетӗп. Цифра технологийӗсене активлӑ ӗҫе кӗртессинчен патшалӑхпа обществӑн ҫирӗп аталанӑвӗ нумай килнине эпир пурте лайӑх ӑнланатпӑр», — тенӗ вӑл информаци хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтусемпе ирттернӗ канашлура.
Президент каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей ҫине-ҫинех «экономикӑпа социаллӑ сферӑн цифра контурне» йӗркелет, хӑрушсӑрлӑхӑн пур енӗпе те хӑйӗн суверенитетне ҫирӗплетет. Ҫӗршывра искусствӑлла интеллект (ИИ) технологийӗсене тӗпе хурса сервиссем сарнине тата «даннӑйсене упрас, тирпейлес тата парас енӗпе малта пыракан мелсем» ӗҫе кӗнине, ҫавӑн пекех «экономикӑна платформӑласси» пулса иртнине те хушса каланӑ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.
https://iz.ru/2184075/putin-nazval-kraine-vazhnym-vopros-povysheniia-tcifrovoi-bezopasnosti-v-rossii

 

 

Путин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗ
Путин Раҫҫейре цифра хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ыйтӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас