

Пишпӳлекри 3-мӗш шкулӑн Пӗрремӗшсен юхӑмӗн çамрӑк хастарӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Атте пултарать» акцие ҫав тери савӑнса хутшӑннă.
Атте пуласси вӑл — пысӑк ӗҫ, яваплӑх тата, паллах, вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату. Пирӗн Пӗрремӗшсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи пысӑк арҫынсене пултарулӑхпа тав тума шутланă. Ачасем илемлӗ, ҫутӑ та чуна пырса тивекен открыткӑсем ӳкернĕ.
Анчах чи пӗлтерӗшли — шалта! Кашни открыткӑна ачасем чӗререн, ӑшӑ та чун-чӗререн саламсемпе тултарнă.
#ДвижениеПервых
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#ПапаМожет
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕн Пĕрремĕшсен юхăмĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/mypervie_bijbulyak