Çутă çул
+2 °С
Ясно
Общество
21 Октября , 06:50

Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ

Пишпӳлек районӗнчи 20 ытла ача кӑҫал кӗркунне ҫара каять.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕПишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ

 

Пишпӳлек районӗнчи 20 ытла ача кӑҫал кӗркунне ҫара каять. Вӗсемшӗн, Раҫҫейӗн пулас хӳтӗлевҫисемшӗн, Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ. Ҫак йӑлана кӗнӗ уяв мероприятийӗ ырӑ сунма ҫеҫ мар, ҫар служби пирӗн ҫӗршывра тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха тивӗҫтерме мӗн тери кирлине тепӗр хут палӑртас тесе те иртет. Тӑван ҫӗршыв чиккисен хӑрушсӑрлӑхӗпе тӗкӗнменлӗхӗ шӑпах вӗсенчен, паянхи призывниксенчен килет-ҫке.

Сире, хаклӑ пулас салтаксем, ҫӑмӑл служба, лайӑх командирсемпе шанчӑклӑ ҫар юлташӗсене тепӗр хут сунатпӑр. Çак çул хӑвӑрт ирттӗр, илнӗ опыт пурнӑҫра тата професси ӗҫӗнче ҫитӗнӳ тумалли никӗс пулса тӑтӑр. Паллах, киле чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!

Призывниксен ашшӗ-амӑшӗпе те тӗлпулу иртнĕ, вӗсемшӗн те яваплӑ та хумхануллӑ тапхӑр пуҫланать. Вĕсемшĕн хумхануллӑрах та пуль. Тӗлпулура ачасен пулас служби пирки калаҫнă, пур ыйтусене те сӳтсе явнă, ҫавӑн пекех халӗ ҫар сӗнекен майсем пирки каласа кӑтартнă. Сӑмахран, Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсем служба иртмелли тӗрлӗ вариантсем сӗнеҫҫӗ, ҫав шутра БПЛА операторӗсене вӗрентме палӑртакан контракт туса та. Ку ҫул-йӗр çар хыҫҫӑн ачасене кирлӗ пулатех малашлӑхра. Вӑрттӑнлӑх мар, халӗ экономикӑн чылай отраслӗ пилотсӑр аппаратсемпе усӑ курма хастар куҫать, ку енӗпе ӑста специалистсем питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек вариант суйлама шут тытнӑ призывниксем киле таврӑнсан ҫӑмӑллӑнах ӗҫ тупма пултарӗҫ. Темиҫе ача ҫакӑн пек контракт тума кӑмӑл тунӑ ӗнтӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/id66187787

 

 

Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Пишпӳлекре Призывник кунне ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас