Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
4 Августӑн 2021, 09:20

Владимир Путин Карачай-Черкесинчи чаплă кану вырăнĕсене тимленĕ

#владимирпутин Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Карачай-Черкесире инфратытӑм проекчӗсен уйрӑм пĕтĕм наци пӗлтерӗшне тимлерӗ, ун шучӗпе, ҫавнашкал пуҫарусем пӗтӗм ҫӗршывран республикӑна мӗн чухлӗ туристсем килнипе ҫыхӑннӑ.

Владимир Путин Карачай-Черкесинчи чаплă кану вырăнĕсене тимленĕ
Владимир Путин Карачай-Черкесинчи чаплă кану вырăнĕсене тимленĕ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Карачай-Черкесире инфратытӑм проекчӗсен уйрӑм пĕтĕм наци пӗлтерӗшне тимлерӗ, ун шучӗпе, ҫавнашкал пуҫарусем пӗтӗм ҫӗршывран республикӑна мӗн чухлӗ туристсем килнипе ҫыхӑннӑ.

«Сирӗн инфратытӑм проекчӗсем пур, вӗсем региона, республикăна тивеççĕ тейӗн, анчах вӗсем чӑннипех те пĕтĕмĕшле наци пĕлтерĕшлĕ, мӗншӗн тесен кунта вĕт кану вырӑнӗсем анлӑ тата ҫынсем пӗтӗм ҫӗршывран — Хура Тинӗс ҫыранӗ патнелле кайнӑ пекех каяҫҫӗ», — терӗ Раҫҫей лидерӗ августӑн 3-мӗшӗнче Кремльте Карачай-Черкеси пуҫлӑхӗпе Рашид Темрезовпа тӗл пулнӑ чух.

Темрезов хӑй енчен палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта COVID-19 пандемие пӑхмасӑрах региона 1,54 млн турист пынӑ. Унсӑр пуҫне, республика пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта пурăнакан халӑх шучĕ 500 пин ҫын шутланать.

«Унта пурăнакан çынсенчен виҫӗ хут нумайрах», — терӗ Путин.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей Президенчĕн Администрацийĕн пресс-служби/kremlin.ru

Владимир Путин Карачай-Черкесинчи чаплă кану вырăнĕсене тимленĕ
Владимир Путин Карачай-Черкесинчи чаплă кану вырăнĕсене тимленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: