Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн француз ӗҫтешӗпе Эммануэль Макронпа — «Талибан» Афганистанра влаҫ туртса илнипе (РФ территорийĕнче ирĕк паман) çыхăннă лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Кун ҫинчен кӗҫнерникун, августӑн 19-мӗшӗнче, Кремль пресс-служби ҫырать.
«Афганистанра талибсен хусканӑвӗ влаҫа илнин лару-тӑрӑвне тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Гражданла халӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси тата гуманитари задачисене татса парасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ пӗлтерӳре.
Унсӑр пуҫне лидерсем пӗрле вӑй хума, ҫав шутра «ҫирӗмсен ушкӑнĕ» СБ ООН шайӗнче Афганистанра стабиллӗх тума хатӗр пулнине палӑртрӗҫ.
Ҫавӑн пекех патшалӑх пуҫлӑхӗсем Иранăн ядерлӑ программипе çыхăннă лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Макронпа Путин Пӗрлехи пӗтӗм калӑпӑшлӑ ӗҫ планне ҫӗнӗрен туни ҫинчен, вӑл ядерлӑ саланас мар ӗҫри пысӑк фактор пулнине палӑртакан калаҫусене малалла тӑсни ҫинчен калаҫнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Климентьев.