Раҫҫей Оборона министерствин тӑватӑ самолечӗ Афганистанран 500 ытла ҫынна эвакуацилеҫҫӗ.
Оборона министерстви Раҫҫей, Белоруси, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан, çавӑн пекех Афганистан территорийӗнче пурӑнакан Украина çыннисене эвакуацилессине йӗркеленӗ. Задачӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ, пӗлтерет ТАСС.
Ҫар ведомствинче каласа панӑ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме авиагруппа пухнă, унта тӑватӑ сывлăш ҫар транспорт карапĕ кӗнӗ. Вӗсен борчӗ ҫинче ҫар медикӗсен бригадисем пур.
Аса илтеретпĕр, «Талибан» юхăм (террористла юхăм, РФ территорийĕнче ĕç-хĕлне чарнă) Кабула августăн 15-мĕшĕнче ярса илнĕ. Çав куннех Афганистан президенчĕ Ашраф Гани полномочисене пăрахăçланă та çĕршывран тухса кайнă.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: усă çăлкуçсенчен.