

Республика Пуҫлӑхӗ сентябрӗн 8-мӗшӗнче тӳрӗ лини пынӑ вăхăтра Хабиров командине кам кӗнине ӑнлантарса пачӗ.
Республика ертӳҫипе юнашар кам ĕçлени пирки ыйту Госдума депутачĕ Рифат Шайхутдинов пачӗ.
Радий Хабиров ку тӗлӗшпе темиҫе верси пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хӑшӗ-пӗрисем командӑна "красногорскисем" ҫеҫ лекеҫҫӗ тесе шутланӑ.
"Эпӗ ҫӳллӗ шайри патшалӑх ҫынни. Эпӗ ӗҫре кам та пулин хамӑр ҫын пулнине кӑна шута илме пултараймастӑп, кама та пулин тахҫанах пӗлетӗп, туслашнӑ тата ытти те. Манӑн тӗп тӗллев — регион пуҫлӑхӗ пулнӑ май нумайне пурнӑҫласси, мӗн те пулин тунӑ ҫын пек халăх асӗнче юласси".
Вӑл Хабиров командинче мӗнле ҫынсене кӗтни ҫинчен каларӗ.
"Ҫӗнӗ ҫынпа ӗҫлеме пуҫлатпӑр пулсан, манӑн ун тĕлĕшпе абсолютлă "презумпция невиновности" принцип ĕçлет. Уҫҫӑнах ӗҫлетӗп, хушӑран ытлашшипех ӗненетӗп те пулĕ. Красногорскра манпа тухӑҫлӑта ăслă ҫынсем ӗҫлерӗҫ, вӗсенчен пӗр пайӗ кунта килчӗ. Пуçлăх администрацинче 95 проценчӗ Муртаза Рахимов вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫынсем".