Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Политика
10 Сентябрӗн 2021, 09:11

Путин Раççейпе Белоруссин пĕрлехи валютине тăвас шухăша хак панă

#ВладимирПутин   Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Беларусси ӗҫтешӗпе Александр Лукашенкопа калаҫнӑ май пресс-конференцире икӗ ҫӗршыври пӗрлӗхлӗ валюта тӑвас шухӑша хакланӑ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.

Путин Раççейпе Белоруссин пĕрлехи валютине тăвас шухăша хак панă
Путин Раççейпе Белоруссин пĕрлехи валютине тăвас шухăша хак панă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Беларусси ӗҫтешӗпе Александр Лукашенкопа калаҫнӑ май пресс-конференцире икӗ ҫӗршыври пӗрлӗхлӗ валюта тӑвас шухӑша хакланӑ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.

"Раҫҫейпе Беларуҫсен Тӗп банкĕсен укҫа-тенкӗпе кредит политикине хутшӑнса ӗҫлемелле, укҫа-тенкӗ сферинче информаци хӑрушсӑрлӑхӗн интеграцине тивӗҫтермелле", - тенӗ Раҫҫей Президенчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак мерӑсем — "йывӑр та кăткăс снаряд патне ҫывхарни".

Ҫав вӑхӑтрах Владимир Путин Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршывсем Европӑри пӗрлӗхлӗ валютӑна пула тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫине кӑтартса панӑ, ҫавӑнпа та "пирӗн кӳршӗсен япӑх енӗсене, япӑх тӗслӗхӗсене питӗ тирпейлӗн тишкермелле", — хушса хунă вӑл.

Путинпа Лукашенко Кремльте кӗҫнерникун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, калаҫса татӑлнă, тĕлпулу виҫӗ сехет ытла тӑсӑлнă. Раҫҫей лидерӗ калаҫусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе пресс-конференцире Союзлӑ патшалӑх шайӗнче 28 программа тăрăх килӗшсе татӑлнине пӗлтернӗ.

Унсӑр пуҫне Раҫҫей тата Беларуҫ правительствисем Минска ҫӗнӗ финанс пулӑшӑвӗ памалли пирки калаҫса татӑлнă, сентябрьтен пуҫласа 2022 ҫул вӗҫне ҫитиччен вӑл 630 миллион доллара яхӑн пулать.

РИА Новости информацийĕпе.

Путин Раççейпе Белоруссин пĕрлехи валютине тăвас шухăша хак панă
Путин Раççейпе Белоруссин пĕрлехи валютине тăвас шухăша хак панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: