Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Сири ӗҫтешӗпе Башар Асадпа Кремльте тӗлпулу ирттернӗ. Çакӑн ҫинчен ытларикун, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, пĕлтернĕ.
"Мускавра сире каллех саламлама питӗ хавас. Чи малтанах сире нумаях пулмасть пулнă ҫуралнӑ кунпа саламласшӑн. Ну, паллах ӗнтӗ, хамӑр форматра — президент суйлавӗн питӗ лайӑх кӑтартӑвӗпе ", — тенӗ тӗлпулура Путин. Раҫҫей лидерӗ суйлав кӑтартӑвӗсем халӑх шанни ҫинчен каланине асӑрханӑ.
Ҫавӑн пекех Асад Сири ҫыннисене йӗркеллӗ пурнӑҫ патне тавӑрма, ҫавӑн пекех политика оппоненчӗсемпе диалог йӗркелеме нумай ӗҫленине палӑртнӑ. Сири президенчӗ вара Путина вырӑсла тав тунă.
Унсӑр пуҫне Раҫҫей Президенчӗ тӗлпулура халиччен Сирире упранса юлнӑ терроризм вучахӗсем ҫинчен пӗлтернӗ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ:ТАСС/Михаил Климентьев/ РФ Президенчĕн пресс-служби