Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
15 Сентябрӗн 2021, 15:37

Радий Хабиров Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ТОП-10 рейтингне кӗнӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн социаллӑ сетьсенчи официаллӑ аккучӗсене федераци рейтингӗнчи "Диалог" АНО Раҫҫейри чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ.  

Радий Хабиров регионсен пуҫлӑхӗсен ТОП-10 аккаунчӗсен тата регионти правительствӑсен официаллӑ страницисенче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнă, пичетлесе кăларнă dialog.info сайтра. Радий Хабиров социаллӑ сетьсем – ӗҫӗн пӗр пайӗ тесе шутлать. Вӑл вӗсенче нумай ларнинче пысӑк савӑнӑҫ тупайманнине, анчах уссине тупнине палӑртнă.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи "Диалог" АНО компетенцийӗсен аталанӑвӗн Центрӗн кураторĕ Денис Зацепин палăртнă тăрăх, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн персональнӑй аккаунчӗсем ӑна ертӳҫӗ пек кӑна мар, вӑл мӗнле ҫын иккенне те пӗлме, информацие посредниксем урлӑ мар, пӗрремӗш ҫынран тӳррӗн илме пулӑшаҫҫӗ.

"Радий Хабировăн аккаунчĕсем кирек мӗнле шайри пуҫлӑхсемшӗн те тӗслӗх пулма пултараҫҫӗ. Регион пурнӑҫӗ ҫинчен оперативлӑ информаци нумай, унта пурӑнакансене типӗ информаци куҫӗпе мар, регион Пуҫлӑхӗн позицийӗпе вӑл мӗнле шухӑшланипе кӑсӑклантарни нумай, – палӑртрӗ Денис Зацепин. – Пушкӑртстанра пурӑнакан кирек хӑш ҫын та вӑл Радий Хабиров патне ҫырсан е хӑйӗн страницинче комментари хӑварсан унӑн репликине асӑрхаса хуравласса пӗлет".

 «МГ» информацийĕпе.

Радий Хабиров Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ТОП-10 рейтингне кӗнӗ
Радий Хабиров Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ТОП-10 рейтингне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: