Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Сентябрӗн 2021, 09:40

Владимир Путин Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă

#владимирпутин Вӑл ачисемлĕ ҫемьесене, регионсене аталантармалли, хуласемпе поселоксене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене пурнӑҫламалли, кашни саккун кӑлармассерен миллион-миллион ҫыннӑн шӑпи пулнине уҫӑмлӑн ӑнлантарма кирлине палӑртнӑ.    

Владимир Путин Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă
Владимир Путин Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă

 

Саккун йышăнакансен ӗҫӗ — чи пысӑк профессионализм, кашни йышӑнушӑн миллион-миллион ҫыннӑн шӑпи пулнине уҫӑмлӑн ӑнланса илмелле. Хальхи чӗнӳсем ҫине хуравлас тесен Раҫҫейӗн халӑх интересӗсемшӗн тӑрӑшакан вӑйлӑ авторитетлӑ парламент кирлӗ, тенĕ РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 16-мӗшӗнче, суйлав ирттернӗ май Раҫҫей çыннисене чĕнсе каланă май.

Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ составӑн сентябрӗн 17, 18 тата 19-мӗшӗсенче иртекен суйлав, паллах, ҫӗршыври чи пӗлтерӗшлӗ событи тесе палӑртнӑ. "Эпир пурсӑмӑр та парламента яваплӑ, ӗҫлӗ, авторитетлӑ, сӑмаха тытма пултаракан, сирӗн наказӑрсене тата сӑмах панисене пурнӑҫлама, Раҫҫей гражданӗсен шанчӑкне тата шанӑҫне тӳрре кӑларма пултарассишӗн пӗр пекех тӑрӑшатпӑр", — палӑртрӗ президент.

Вӑл ачисемлĕ ҫемьесене, регионсене аталантармалли, хуласемпе поселоксене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене пурнӑҫламалли, кашни саккун кӑлармассерен миллион-миллион ҫыннӑн шӑпи пулнине уҫӑмлӑн ӑнлантарма кирлине палӑртнӑ.  

 «Известия» информацийĕпе.

Владимир Путин Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă
Владимир Путин Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: