+3 °С
Уҫҫӑнах
Венгри Премьер-министрӗ Виктор Орбан декабрьте РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулма Мускава килме хатӗр, çакăн пирки Венгрийӗн МИД Пуҫлӑхӗ Петер Сийярто РИА Новости кăларăма интервьюра пӗлтерчӗ.
"Эпир кӑҫал саммит ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. Эпир хатӗр, юлашкинчен ҫакӑ Президент (РФ – ред.) йышӑнӑвӗнчен килет – вӑл хӑнасене йышӑнма хатӗр пулӗ-ши", — тенӗ Сийярто.
Декабрьте саммит пуласса кӗтмеллине пӗлес ыйту ҫине хуравланӑ чухне вӑл палӑртнӑ: "Çапла, ку саммит пулӗ тетӗп".
РИА Новости информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.