Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
27 Сентябрӗн 2021, 09:22

Патшалăх Думинче Пушкăртстан интересĕсене кам хÿтĕлет?

Раҫҫей патшалӑх Думине суйланӑ 14 депутатӑн списокне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.  

Патшалăх Думинче Пушкăртстан интересĕсене кам хÿтĕлет?
Патшалăх Думинче Пушкăртстан интересĕсене кам хÿтĕлет?

Раҫҫей патшалӑх Думине суйланӑ 14 депутатӑн списокне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.

"Единая Россия" парти списокӗсем тӑрӑх Патшалăх Думине Римма Утяшева, Наталья Орлова, Владимир Сенин, Ирина Панькина, Ризан Курбанов тата Рима Баталова иртрӗҫ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата республика пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Александр Сидякин хӑйсен депутат мандачӗсене йышӑнма килӗшмен, вĕсен мандачĕсем Ризван Курбановпа Рима Баталована (вӗсем единороссен суйлав умӗнхи списокӗнче улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ) куçнă.

"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" тата пилӗк представителӗ пӗр мандатлӑ округсенче ҫӗнтернӗ. Ку Эльвира Аиткулова, Динар Гильмутдинов, Павел Силаев, Зариф Байгускаров тата Рафаэль Марданшин.

Ҫӗнӗ созыври депутат мандачӗсене Александр Ющенко (КПРФ — парти списокӗсем), Иван Сухарев (ЛДПР – парти списокӗсем) тата Рифат Шайхутдинов (Граждан вӑйӗ – Нефтекамскри пӗр мандатлӑ суйлав округӗ) сыхласа хӑварнӑ.  

«МГ» информацийĕпе.  

Патшалăх Думинче Пушкăртстан интересĕсене кам хÿтĕлет?
Патшалăх Думинче Пушкăртстан интересĕсене кам хÿтĕлет?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: