РФ Президентне Владимир Путина Хура тинӗсри США ҫар карапӗсен хастарлӑхӗ пӑшӑрхантарать, палӑртнӑ патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Вӑл Путин чăн вӑхӑт режимӗнче лару-тӑрӑва сӑнаса тӑнине, ҫар тата федераци штабӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытнине асӑрханӑ.
Унччен США тинĕс çар флагман карапӗ Mount Whitney Ҫурҫӗр Атлантика альянсӗн вӑйӗсемпе пӗрле операцисем ирттерме Хура тинӗсе кӗнӗ. Карап борчӗ ҫинче АПШри тинĕс çар вӑйĕсен улттӑмӗш флочĕн командованийӗ тата НАТО пулӑшӑвӗн сотрудникĕсем вырнаҫнӑ.
РФ Оборона министерстви ноябрӗн 9-мӗшӗнче Хура тинӗс флочӗ Америка карапӗсем мӗнле ҫӳренине тата мӗнле куҫса пынине тӗрӗслесе тӑни, контрольте тытни ҫинчен пӗлтернӗ.
https://www.tatar-inform.ru