Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
19 Ноябрӗн 2021, 12:50

Январьте Госдума Пушкăртстан сĕннĕ законна пӑхса тухать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Январьте Госдума  Пушкăртстан сĕннĕ законна  пӑхса тухатьЯнварьте Госдума  Пушкăртстан сĕннĕ законна  пӑхса тухать
Январьте Госдума Пушкăртстан сĕннĕ законна пӑхса тухать

Пушкăрт Республикин Патшалӑх Пухӑвĕ - Курултайĕ сĕннĕ федеральлĕ закона "Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ прависене пӑсни ҫинчен кодексне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен " законăн проектне Патшалӑх Думи ҫурхи сессин пуҫламӑшӗнчех пӗрремӗш вулавра йышӑнма пултарать.
Патшалӑх Думин канашӗ ӑна январьти законăн проект ӗҫӗн программине кӗртнӗ.
– Эпир коммуналлӑ хытӑ тӑкаксемшӗн коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тĕрĕс мар шутласа панăшăн административлӑ яваплӑх енӗпе ресурспа тивӗҫтерекен организацисемпе операторсене явӑҫтарма сӗнетпӗр, - ӑнлантарчӗ Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Федераци ӗҫтешӗсем пире пулӑшсан патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗсен йӗркене кӗртмелли полномочисем пулӗҫ. Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх вӗсем административлӑ правана пӑсни ҫинчен калакан протоколсем ҫырма пултараҫҫӗ. Хальлӗхе патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗсен ун пек полномочисем ҫук-ха.
"МГ" информацийĕпе.

Январьте Госдума  Пушкăртстан сĕннĕ законна  пӑхса тухать
Январьте Госдума Пушкăртстан сĕннĕ законна пӑхса тухать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас