Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
16 Декабрӗн 2021, 10:07

Путин тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ

  #владимирпутин Çак списокра тата кам пурри çинчен сайтра вулăр.

Путин тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ
Путин тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2021 ҫулхи тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ, виҫӗ позицие хăпарса тӑххӑрмӗш йӗркене йышӑннă. Тӗпчеве ирттернӗ YouGov ушкӑн ыйтӑвӑн кӑтартӑвӗсене декабрӗн 14-мӗшӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Рейтинга, пӗлтӗрхи пекех, АПШ президенчӗ пулнӑ Барак Обама тата унӑн мӑшӑрӗ Мишель ертсе пынӑ.

Тӗнчери чи паллӑ арҫынсен йышне Microsoft никӗслевҫи Билл Гейтс, КНР председателӗ Си Цзиньпин, футболистсем Криштиану Роналдупа Лионель Месси, Джеки Чан актер, SpaceX никӗслевҫи Илон Маск, Инди премьер-министрӗ Нарендра Моди тата Alibaba никӗслевҫи Джек Ма кӗчӗҫ. АПШ президенчӗ пулнӑ Дональд Трамп тата хальхи президенчĕ Джо Байден 13-мӗш тата 20-мӗш позицисене йышӑннӑ.

Чи хисеплӗ хӗрарӑмсен шутне Анджелина Джоли актриса, Великобритани королеви Елизавета II, телеведущи Опра Уинфри, Скарлетт Йоханссон, Эмма Уотсон, Приянка Чопра актрисăсем, Тейлор Свифт юрӑҫă, Германин экс-канцлерӗ Ангела Меркель тата право хӳтӗлевҫи Малала Юсуфзай кĕнĕ.  

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчекĕ: Global Look Press/Kremlin Pool/Mikhail Metzel

Путин тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ
Путин тӗнчери чи хисеплӗ 10 арҫын шутне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: