Владимир Путинӑн ӗҫ графикӗ декабрӗн 16-мӗшӗнче Монголи президенчӗпе Ухнагийн Хурэлсухпа, çак кунсенче Раҫҫее килнӗскерпе, куҫа-куҫӑн тӗл пулнинчен пуҫларннă.
Монголи президенчĕшĕн Мускава килни ют ҫӗршыври пӗрремӗш визит шутланнӑ, ун ҫинчен РФ пуҫлӑхӗ те асӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл икӗ ҫӗршыв хушшинчи хутшӑнусем пур еннелле те тенӗ пекех аталанса пыни ҫинчен аса илтернӗ: экономика, политика ҫыхӑнӑвӗсем, ҫар облаҫӗнче тата пӗтӗм тӗнчери аренӑра пӗрле ӗҫлени.
— Экономикӑна илес пулсан, пӗлтӗр вӑл [тавар ҫаврӑнӑшӗ] пандемие пула 20% чакнӑ, анчах кӑҫалхи виҫӗ кварталта вӑл 25 процента яхӑн ӳснӗ. Эпир тивӗҫлӗ шайа ҫитессе тата унран ирттерессе шанма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур, — тенӗ Владимир Путин.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алексей Дружинин / РИА Новости.