Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
22 Декабрӗн 2021, 09:04

Путин: Раççейĕн каялла чакмалли çул çуккине США ăнланмалла

#владимирпутин  

Путин: Раççейĕн каялла чакмалли çул çуккине США ăнланмалла
Путин: Раççейĕн каялла чакмалли çул çуккине США ăнланмалла

АПШ Украинӑра американецсен планӗсене шута илсе Раҫҫейӗн чакма май ҫуккине ӑнланмалла. Кун ҫинчен ытларикун, декабрӗн 21-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Оборона министерствинн коллегийӗн аслӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

"Вӗсем Украинӑра мӗн туни е тума тӑрӑшни, тума планлани — пирӗн наци чиккинчен пин ҫухрӑм аякра мар, ҫакӑ пирӗн ҫурт алӑкӗ умӗнче пулса иртет. Пирӗн малалла каялла чакма кирлӗ маррине вӗсен ӑнланмалла", — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

Ытларикун Путин АПШ Раççей чиккисем ҫывӑхӗнче ракетăсене хирӗҫле оборона элеменчӗсене вырнаҫтарни пӑшӑрхантарать тесе палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Мускав АПШ ПРО глобаллӑ элементсене Раҫҫейре анлӑ сарни пирки пӑшӑрханать. Ҫак инфратытӑм Украинӑра вырнаçсан, ракета Мускава ҫитме вӗҫмелли вӑхӑт 7-10 минут чухлӗ чакӗ, — хушса хунă вӑл.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Сергей Гунеев.

Путин: Раççейĕн каялла чакмалли çул çуккине США ăнланмалла
Путин: Раççейĕн каялла чакмалли çул çуккине США ăнланмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: