Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
23 Декабрӗн 2021, 09:06

Путин паян пресс-конференцинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравлать

#владимирпутин  

Путин паян пресс-конференцинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравлать
Путин паян пресс-конференцинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравлать

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫулленхи 17-мӗш пресс-конференцийӗ паян, декабрӗн 23-мӗшӗнче, куҫӑмлӑ форматпа иртӗ.

Кремль представителӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, конференцие ирттермелли вырӑна Мускав Манежне суйласа илнӗ. Аккредитаци 507 журналист иртнӗ.

Декабрӗн 22-мӗшӗнче Песков ҫак мероприятие иноагентсем те пулма тата Президента ыйту пама пултарассине ҫирӗплетнӗ.

Вӑл журналистсене хăш-пĕр МИХсене иноагент статусне парассинче мӗнле те пулин нюанссем ан шырӑр тесе чӗнсе каланă.

Путинӑн ҫулленхи пресс-конференцине 2020 ҫулта телеканал эфирӗнче Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакан 7,3 млн ытла çын пӑхнӑ. Вӑл тӑватӑ сехет те 29 минута тӑсăлнă, ҫак вӑхӑтра Раҫҫей лидерӗ 50 ытла журналист ыйтӑвне, ҫавӑн пекех граждансенчен call-центра кӗнӗ ыйтусене хуравланă.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Зураб Джавахадзе.

Путин паян пресс-конференцинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравлать
Путин паян пресс-конференцинче журналистсен ыйтăвĕсене хуравлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: