Алма-Аты хулинче тата Мангистау облаҫӗнче ЧП режимне кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗччен кӗртнӗ. Алма-Аты хулин хӗвеланӑҫ пайӗнче протестантсен пысӑк ушкӑнӗ машина çÿрекен çулпа пырать.
Казахстанăн хулисенче кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче каҫхине силовиксемпе демонстрантсем хушшинче хирӗҫӳсем пуçланнă.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Касым-Жомарт Токаев республика правительствине массӑллӑ протестсем пынăран отставка кӑларасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.
Казахстанри лару-тӑру кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Жанаозенпа Актау хулисенче пурӑнакансем çункăç хакне чакарма чӗнсе урама тухсан ҫивӗчленнӗ. Казахстанра газ хакӗ январӗн 1-мӗшӗнчен икӗ хут - 60-ран пуҫласа 120 тенге таран ӳснӗ. Казахстан президенчӗ Касым-Жомарт Токаев антимонопольлĕ органа газ, бензин тата дизель çункăçĕн хакӗсене йĕркелессине ҫур ҫула патшалăх аллине пама хушнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Казинформ ИА