Калаҫнӑ май Токаев республикӑри лару-тӑру ҫинчен Путина пӗлтернӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Казахстан лидерĕпе Касым-Жомарт Токаевпа вӑрахчен телефонпа калаçнă.
Калаҫнӑ май Токаев республикӑри лару-тӑру ҫинчен Путина пӗлтернӗ, вӑл стабилизаци енӗпе аталаннине палӑртнă. "Президентсем Казахстанра йӗрке тăвас енӗпе йышанакан мерăсем пирки шухăшĕсене пĕлтерчĕç", — тенӗ пӗлтерӳре.
Ҫавӑн пекех Казахстан лидерӗ ОДКБ коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх Канашӗн онлайн-саммитне ҫитес кунсенче ирттерме сӗннӗ, Путин ҫак шухӑша ырланă. Калаҫӑва вӗҫленĕ май, енсем пӗр вӗҫӗмсӗр контактра юлма калаҫса татӑлнă.
Ҫавӑн пекех Токаев Раҫҫей Президентне Казахстана миротворецсене яма ыйтнине хăвăрт пурнăçланăшăн тав тунă. "Вӑл питӗ оперативлӑ, чи кирли вара юлташла ӑшшӑн хуравларӗ", — тенӗ республика лидерӗ. https://lenta.ru/news/2022/01/08/dolgo/
Сăнÿкерчĕкĕ: Sputnik / Aleksey Nikolskyi / Kremlin / Reuters