Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
11 Кӑрлач 2022, 09:05

Владимир Путин тата Эмомали Рахмон Казахстанри кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă

#владимирпутин  

Владимир Путин тата Эмомали Рахмон Казахстанри кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă
Владимир Путин тата Эмомали Рахмон Казахстанри кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Таджикистан пуҫлӑхӗ Эмомали Рахмон телефон калаҫӑвӗнче Казахстанри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ темăсене сӳтсе явнă.

Кремль пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывсен лидерӗсен калаҫӑвӗ малтан видеоҫыхӑну енӗпе иртнӗ коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх ҫинчен тунӑ Договор организацийĕн (ОДКБ) черетсӗр онлайн-саммитне малалла тăснӑ. "РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Таджикистан Республикин президенчӗ Эмомали Рахмон Казахстанри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене сӳтсе яврӗҫ", — тенӗ пӗлтерӳре.

Сӑмахран, калаҫура Казахстан ыйтнипе ОДКБ линийӗпе панӑ пулӑшу вӑхӑтлă та эффективлă пулнине тата палӑртнӑ.

Кремльте ҫӗршывсен лидерӗсем те афган проблематикине, сӑмахран, таджик-афган чиккинчи лару-тӑрӑва лекнине палӑртнă. Тӗрлӗ шайри малашнехи контактсем пирки калаҫса татӑлнă.

МИХ информацийĕпе.

Владимир Путин тата Эмомали Рахмон Казахстанри кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă
Владимир Путин тата Эмомали Рахмон Казахстанри кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: