#владимирпутин
АПШ президенчӗ Джо Байден Раҫҫей ӗҫтешӗпе Владимир Путинпа Украина таврашӗнчи лару-тӑрура ҫӗнӗ саммит ирттересси пирки каланă. Ҫакӑн ҫинчен Америка лидерĕ январӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пĕлтернĕ.
"Эпӗ халӗ те ҫавӑн пек май пур тесе шутлатӑп", — АПШ тата РФ саммичĕ пуласси пирки пӗлтернӗ Байден. Ҫав вӑхӑтрах Байден ҫӗнӗ саммит ҫинчен сӑмах Украина таврашӗнчи лару-тăру ҫивӗчлӗхĕ ӳсичченех пынӑ тесе ӑнлантарнă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей тата Америка ӗҫтешӗсен ҫӗнӗ калаҫӑвӗн теми икӗ патшалӑхӑн стратегилле ҫыхӑнӑвӗсен малашлӑхӗ пулма пултарнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Михаил Метцель