Путин Украина альянса кӗрсен Раҫҫейпе НАТО хирӗҫӗвӗ пулассси пирки пӗлтернӗ. Кун ҫинчен ытларикун, февралӗн 1-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Венгри премьер-министрĕпе Виктор Орбанпа калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
"Украинӑн доктрина докуменчӗсенче вӗсем Крыма, ҫав шутра ҫар тытăçăвĕ ҫулӗпе те, тавӑрма хатӗрленни ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсем халӑха мӗн калани мар, документсенче ҫырнӑ. Украина НАТО членĕ пулса тăрать тейĕпĕр, унта хальхи ударлӑ системӑсем, Польшӑпа Румынири пекех, тӑраҫҫӗ тейӗпӗр, Крымри операци тума тытӑнать, халӗ Донбасс ҫинчен те каламастӑп", — терӗ Раҫҫей лидерӗ.
Ҫав хушӑрах вӑл Крым Раҫҫейӗн суверенлă территорийӗ пулнине палӑртнӑ. Раҫҫей лидерӗ НАТО чиккине хӗвелтухӑҫнелле куҫармасса сӑмах панине аса илтернӗ тата альянс "пӗр тĕрлĕ калать, теприне тăвать" тесе палӑртнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Александр Полегенько