Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Луганск тата Донецк халӑх республикисене йышӑнни ҫинчен калакан указсене алӑ пуснӑ.
Маларах Раҫҫей лидерӗ Совбез пысăк ларăвĕ иртнĕ, ун хыççăн Президент ҫӗршыв гражданӗсемпе калаҫнӑ тата çак йышӑнӑва пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртнӑ.
"Юн тӑкма, пусмӑрлама, йӗркесӗр ӗҫсем тумалли çул ҫине тӑракансем тата ҫар тытăçăвĕсĕр пуҫне Донбаса урӑх нимӗнле те йышӑнман тата йышăнмаççĕ. Ҫак тӗлӗшрен тахҫанах пулса ҫитнӗ йышӑну тумалла тесе шутлатӑп — ДНРпа ЛНР никама пӑхӑнманлӑхне йышӑнмалла", — тенӗ телекуравра Путин.
Унтан вӑл Кремльте Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Донецк республикине йышӑнни ҫинчен калакан Указне алӑ пуснă, унтан Луганск халăх республикине йышăнасси пирки Указа алă пуснă. Указсене алă пуснă церемоние çак ҫӗршывсен пуҫӗсем Денис Пушилинпа Леонид Пасечник хутшӑннă.
ria.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алексей Никольский / РИА Новости