Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
23 Нарӑсӑн 2022, 21:13

Ытти çӗршывсем йышăнманни – вӗсен проблемисем

Халăхсем хушшинчи право тăрăх, енчен те пӗр патшалăх та пулин уйрăлса тухакан çӗнӗ çӗршывăн никама пăхăнманлăхне право тӗлӗшӗнчен йышăнсан, унăн суверенитетне официаллă çирӗплетме пулать.  

Ытти çӗршывсем йышăнманни – вӗсен проблемисем, йышăнaсшăн мар-тăк, ан йышăнччăр. Халăхсем хушшинчи правон мӗн пур канонӗсемпе ЛНР тата ДНР халӗ ирӗклӗ çӗршывсем. Çавăнпа та Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Украинăн пӗр пайне мар, урăх çӗршывсене, вӗсем ыйтнипе, çирӗплетнӗ килӗшӳ тăрăх кӗреççӗ. Часах Донбасра пăшал пеме чарăнасса кӗтмелле-тӗр. 

Украинăра декоммунизаци пырать, Ленин тата ытти паллă çынсен палăкӗсене çӗмӗреççӗ унта. Путин вӗсене декоммунизаци тума пулăшатпăр тесе асăрхаттарчӗ – коммунистсем парнеленӗ территорисене каялла Тăван çӗршыва тавăрса. «Хăй вăхăтӗнче Раççейрен мӗн илнине тавăрсан, декоммунизацие туллин ирттерме пултаратăр».

Рубиконран иртрӗмӗр, каялла çул çук. Мӗн тăваяççӗ-ха пире НАТО çӗршывӗсем? Вӗсем каллех Владимир Путинăн çывăх çыннисене, вӗсен ачисене тата Крымри банксене санкцисемпе хупăрлаççӗ. Пысăк санкцисенчен Раççейрен нефтьпе газ туянма чарăнма пултарни. Анчах та ун чухне чӗртаварсен хакӗсем тӗнчере питӗ нумая ӳссе каяççӗ. Çакă тавар хакӗсене ӳсӗм енне сӗтӗрет. Китай, аталанакан Ази çӗршывӗсем пиртен газа пурпӗр илме чарăнмӗç. Европа Раççей газӗсӗр нумай чăтаймасть. Эпир ăна Белорусси урлă та аван сутаятпăр. Ав, Молдовăра газшăн тӳлемелли квитанцисем çинчи хисеп ӗç укçисемпе пенсисенчен пысăкрах.

НАТОна кӗрекен çӗршывсем Раççей малалла каясран хăраса ӳкнӗ. Америка Литва, Латви, Эстони çӗршывӗсене тăхăрçӗр салтак янă.    

 http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ytti-crshyvsem-yyshanmanni-vsen-problemisem

Ытти çӗршывсем йышăнманни – вӗсен проблемисем
Ытти çӗршывсем йышăнманни – вӗсен проблемисем
Автор:
Читайте нас: