Çакăн çинчен журналистсене документăн соавторӗ – Патшалăх Думинчи хăрушсăрлăх тата коррупцие хирӗç кӗрешекен комитет председателӗ Василий Пискарев пӗлтернӗ.
«Пӗрремӗш пайӗпе, çакнашкал фейксене хатӗрленӗшӗн тата сарнăшăн 3 çул таранччен ирӗкрен хăтарма пултараççӗ», - ăнлантарнă парламентари.
Депутат сăмахӗсемпе, енчен суя хыпар тесе йышăннă информацие ӗç вырăнӗпе усă курса, ушкăнра е çынсен йӗркеленнӗ ушкăнӗнче интеренетпа е ытти анлă сарăлмалли мелсемпе усă курса сарсан, яваплăх пысăкрах пулать – 5 çултан пуçласа 10 çул таран тӗрме.
«Енчен те фейксем саракан этем, вăл хыпар чăнах та суя пулнине пӗлсе, хăйӗн хура ӗçне тăвать пулсан тата çак суя хыпар обществошăн хăрушлăх кăларать пулсан, наказани 15 çул таранччен пулма пултарать», - хушса каланă Пискарев.
Сăмах уйрăм закон проекчӗ пирки пымасть, тӳрлетӳсене раççейсене ют çӗршыв санкцийӗсене пурнăçланăшăн уголовнăй яваплăх тыттарасси пирки калакан закон проекчӗн иккӗмӗш вулавӗ пирки кӗртеççӗ. Ăна çӗнӗ улшăнусемпе парламентăн аялти палатин çывăх ларăвӗсен виçӗ вулавӗнче те йышăнма хатӗрленеççӗ. Ларусене мартăн 4,9,10-мӗшӗсенче ирттерме палăртнă.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/patshalakh-dumine-rf-khcpashalla-carsem-cinchen-suya-khypar-sarnashan-yavap-tyttarassi-pirki-trletsem-krtn