Çутă çул
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
4 Мартӑн 2022, 16:00

Радий Хабиров çар постĕнче пуçне хунă офицерпа сержант ҫинчен пӗлтернĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Радий Хабиров çар постĕнче пуçне хунă офицерпа сержант ҫинчен пӗлтернĕ
Радий Хабиров çар постĕнче пуçне хунă офицерпа сержант ҫинчен пӗлтернĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паян "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗнче йывӑр хыпар пӗлтернӗ.

"Зианчура районӗнче ҫуралса ӳснӗ аслă лейтенант Алексей Кондратьев çар постĕнче пуçне хунă. Офицер ларса пыракан машина йывӑр ДТП лекнӗ. Исянгулово ялӗнче унӑн ашшӗ-амӑшӗ, арӑмӗ тата пилӗк уйӑхри пӗчӗк ачи юлнӑ. Аслӑ сержант Кузьма Евгеньевич Николаев, Кармаскалă районӗнче ҫуралнӑскер, ҫавӑн пекех çар заданине пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ. Эпир Алексейпе Кузьман тӑван-хурӑнташĕсене, ҫывӑх юлташĕсене, тарăн хурланнине пĕлтеретпĕр. Эпир хамӑр ҫар служащийӗсен ҫемйисене хӑвармӑпӑр, кирлӗ пулӑшӑва парӑпӑр", - тенӗ Радий Хабиров.

Конференцие хутшӑнакансем Алексей Кондратьев аслă лейтенанта тата Кузьма Николаев аслӑ сержанта асанса самантлӑха шӑп тăнă.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Радий Хабиров çар постĕнче пуçне хунă офицерпа сержант ҫинчен пӗлтернĕ
Радий Хабиров çар постĕнче пуçне хунă офицерпа сержант ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: