Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ Донбаса кайса мӗн курни ҫинчен каласа панӑ.
Республика Правительствин канашлӑвӗнче Радий Хабиров делегаци ДНР кайни мӗнле иртни ҫинчен каласа панă. Регион ертӳҫи визит питӗ тулăх пулнине палӑртрӗ. Пушкӑртстан делегацийӗ гуманитари конвойне йышӑнма, медиксем мӗнле ӗҫленине курма, ДНР ҫыннисен лару-тӑрӑвне хак пама ӗлкӗрнӗ.
— Фронт территорийӗ, мӗн калӑн. Ҫынсене унта пурӑнма питӗ ҫӑмӑл мар. Анчах та эпир тасалӑх, хӑюлӑх тата тӗрӗслӗх атмосферине кӗрсе ӳкрӗмӗр, — палӑртнӑ Хабиров. — Тасалнă чухнехи пек хăвна туятăн.
Хабиров каланӑ тӑрӑх, халӗ вырӑнти ҫынсене строительство материалӗсем питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ДНРти нумай ҫурт ишӗлнӗ, пӳрт тӑррисем ҫук. Пушкӑртстан республикӑна пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене юсама тата шиферпа, фанерӑпа тата хăма таврашĕпе конвой ӑсатма пулӑшӗ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан ертӳҫи хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ДНРта пулнӑ.
«МГ» информацийĕпе.