Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
28 Мартӑн 2022, 15:12

Путинпа Эрдоган Раççейпе Украина делегацийĕсем Стамбулта тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă

#владимирпутин  

Путинпа Эрдоган Раççейпе Украина делегацийĕсем Стамбулта тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă
Путинпа Эрдоган Раççейпе Украина делегацийĕсем Стамбулта тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă

 

Раҫҫей тата Турци Президенчӗсем Владимир Путин тата Тайип Эрдоган РФ тата Украина делегацийӗсен тепӗр тӗлпулӑвне Стамбулта ирттересси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Кун ҫинчен вырсарникун, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Турци лидерӗн канцелярине пӗлтернӗ.

"Турци Президенчӗ Тайип Эрдоган тата Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телефонпа калаҫнӑ май Раҫҫейпе Украинӑн калаҫусен тепӗр тӗлпулӑвӗ Стамбулта пуласси пирки калаҫса татӑлнă", — тенӗ канцелярин пĕлтерĕвĕнче.

Раҫҫей ӗҫтешӗпе телефон калаҫнӑ чухне Эрдоган Украинӑра вут-ҫулӑм хӑвӑртрах пӗтерме кирли ҫинчен пӗлтернӗ, çавӑн пекех Турци Мускавпа Киев хушшинче мирлешме малалла та вӑй хума пулӑшать тесе шантарнӑ тӑрӑх.

Унччен кӑшт маларах Эрдоган Украина президенчӗпе Владимир Зеленскипе телефонпа калаҫнă. Патшалӑх пуҫлӑхӗсем калаҫнӑ чухне раҫҫей-украинӑри хирӗҫӳсенче тата Мускавпа Киев хушшинчи калаҫусен тапхӑрӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнă. Ҫавӑн пекех Эрдоган Анкара ҫак ӗҫе тума пӗтӗм вӑйран пулӑшнине ҫирӗп ӗненет, ҫырать "Газета.Ru".

https://iz.ru/ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Алексей Майшев.

Путинпа Эрдоган Раççейпе Украина делегацийĕсем Стамбулта тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă
Путинпа Эрдоган Раççейпе Украина делегацийĕсем Стамбулта тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: