Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Политика
30 Мартӑн 2022, 10:12

Макрон Путина Раççей газĕшĕн тенкĕпе тÿлеме пултарайманни пирки каланă

#владимирпутин  

Макрон Путина Раççей газĕшĕн тенкĕпе тÿлеме пултарайманни пирки каланă
Макрон Путина Раççей газĕшĕн тенкĕпе тÿлеме пултарайманни пирки каланă

Елисей дворецӗ: Макрон Путина газшăн тенкĕпе тӳлеме май ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ. Франци президенчӗ Эммануэль Макрон Раҫҫей ӗҫтешӗпе телефонпа калаҫнӑ чухне Раҫҫей газне тенкĕпе тӳлеме май ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ.

Кун пирки ытларикун, мартӑн 29-мӗшӗнче, Reuters агентство Елисей керменӗнчи ҫӑлкуҫӗн информацине тĕпе хурса пĕлтернĕ. Енсем те Раҫҫейпе Украина представителĕсем Стамбулта куҫа-куҫӑн калаҫнин пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнă. Ҫавӑн пекех Путин Франци ĕçтешне Донбасри мирлӗ халӑха гуманитари пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли тата эвакуацилемелли майсем ҫинчен пӗлтернӗ.

Мартӑн 23-мӗшӗнче Путин Раççей газне туслӑ мар ҫӗршывсене тăратнăшăн тенкĕпе тÿлеме куҫасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав хушӑрах вӑл Мускав маларах тунă контрактсенче палӑртнӑ калӑпӑшсемпе тата хаксене, хаксен принципӗсемпе килӗшӳллӗн тата топливӑна малалла та тӑратассине палӑртнӑ. Ҫапах та нумай ҫӗршыв, сӑмахран, Германи, газшăн тенкĕпе тӳлессине хирӗҫ тухнӑ.  

«Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Кремлин.ру

Макрон Путина Раççей газĕшĕн тенкĕпе тÿлеме пултарайманни пирки каланă
Макрон Путина Раççей газĕшĕн тенкĕпе тÿлеме пултарайманни пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: