Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Политика
1 Апрелӗн 2022, 10:00

Путин тата Норвеги премьерĕ Украинăри лару-тăру пирки калаçнă

#владимирпутин  

Путин тата Норвеги премьерĕ Украинăри лару-тăру пирки калаçнă
Путин тата Норвеги премьерĕ Украинăри лару-тăру пирки калаçнă

Норвегин Премьер-министрӗ Йонас Гар Стере тата Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телефон калаҫӑвӗнче Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ. Кун ҫинчен Норвеги правительствин пресс-служби пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, пӗлтерет.

"Эпӗ президента [Путина] ҫине тӑрсах Донбаса хӳтӗлес енӗпе ятарлӑ операцие чарма, Раҫҫей вӑйĕсене кӑларма тата гуманитари кĕртме ыйтрӑм", — пӗлтерет пресс-служба премьер сӑмахӗсене.

Калаҫу пуҫаруҫи Стере пулнине палӑртнӑ. Вӑл Раççей Норвегин кӳрши пулнине палӑртнă, ҫавӑнпа та унпа тӳрӗ калаҫу кирлӗ. Стере Норвеги шухӑшӗсене Раççей лидерне ҫитермелле пулнине палӑртнӑ.

Çакăнччен маларах Украина президенчӗ Владимир Зеленский Норвегирен ҫар пулӑшӑвӗ ыйтнӑ. Ҫӗршыв правительствине вӑл пулӑшу парса яракан хӗҫпӑшалсемпе "хӳтӗленме ҫеҫ" усӑ курассине палӑртнӑ.    

«Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Алексей Никольский

Путин тата Норвеги премьерĕ Украинăри лару-тăру пирки калаçнă
Путин тата Норвеги премьерĕ Украинăри лару-тăру пирки калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: