Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Политика
20 Апрелӗн 2022, 13:04

Путин Пашинян 2022 ҫулта Еревана килме чĕннине йышăннă

#владимирпутин

Путин Пашинян 2022 ҫулта Еревана килме чĕннине йышăннă
Путин Пашинян 2022 ҫулта Еревана килме чĕннине йышăннă

   Армени Премьер-министрӗ Никола Пашинян Раҫҫей Президентне Владимир Путина 2022 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче Еревана килсе курма сӗннӗ, çакă ОДКБ сессийӗпе ҫыхӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ йыхрава йышӑннă. Кун пирки апрелӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ Ново-Огаревӑри калаҫусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх икӗ патшалӑх лидерӗ пӗрлехи заявленире каланӑ.

"Н.В. Пашинян В.В. Путина ӑшшăн йышӑннӑшӑн тав тунӑ, 2022 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче Раҫҫей лидерӗ ОДКБ коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх Канашӗн сессийӗ йĕркипе Еревана кайса курма сӗннине ҫирӗплетнӗ. Йыхрава тав туса йышӑннă", — тенӗ заявленире.

Пӗрлехи заявленире палӑртнӑ тӑрӑх, Путинпа Пашинян калаҫусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Раççейпе Армяни нумай енлӗ привилегиленӗ союзничествине" малашне ҫирӗплетес шанчӑка палӑртнă.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:  ТАСС/Вячеслав Прокофьев

Путин Пашинян 2022 ҫулта Еревана килме чĕннине йышăннă
Путин Пашинян 2022 ҫулта Еревана килме чĕннине йышăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: